Пилсемпе кӗлӗсем

1148-мӗш кӗлӗ

Паян эпир ҫак ҫӗнӗ ҫурта хӑтлатпӑр. Паян эпир ҫак ҫӗнӗ ҫуртра ҫӗнӗ кӑвар чӗртетпер, паян эпир ҫак ҫӗнӗ ҫурта чӗрӗлӗх кӗртетпӗр. Ҫак ҫуртра ялан иксӗлми тивлет пултӑр, хӑт-тирпей пултӑр; йышӗ ун тӑхӑмлӑ, сывлӑхлӑ пултӑр. Вут куҫӗ ку ҫуртра нихӑҫан ан сӳнтӗр, ялан амаланса тӑтӑр.

Паян эпир ҫак ҫӗнӗ ҫурта хӑтлатпӑр, паян эпир ҫӗнӗ ҫурта ҫӗнӗ перекет пехиллетпӗр. Ку ҫуртра ялан перекет пултӑр: тырӑран-пулӑран перекет пултӑр, выльӑхран-чӗрлӗхрен перекет пултӑр, хӑна-вӗрле умӗнче перекет пултӑр, ҫак ҫуртӑн алӑк урати урлӑ ырӑ сунса каҫакан ҫын умӗнчи ҫӑкӑр ейми-саркӑҫи тулӑх тӑтӑр. Ку кил-ҫуртра ялан перекет пултӑр, ку кил-ҫуртра ялан тивлет пултӑр.

Паян эпир ҫӗнӗ кӑвар чӗртрӗмӗр, паян эпир ҫак ҫӗнӗ ҫурта перекет пехиллерӗмӗр, паян эпир ҫӗнӗ ҫурт хӑтларӑмӑр.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр