1128-мӗш кӗлӗ
Ҫук чухне кӗттертӗмӗр, пур чухне паратпӑр, хапӑл тӑвӑсӑнччӗ, ырӑ Турӑ. Авалхи йӑлапа, картари тӗспеле, алӑ ҫавранӑҫӗпеле, ҫул ҫавринкипеле Турра парне паратпӑр. Курас инкек-синкекрен, сехметрен, вут-кӑвартан упрӑсӑнччӗ, ырӑ Турӑ. Сана йӑлӑнатӑп, пуҫҫапатӑп.
Турӑ, манӑн чунлӑ парнене хапӑл ту. Асӑнатӑп пӗтӗм ачам-пӑчампала, ҫуртӑм-йӗрӗмпеле. Ырлӑхлӑ-сывлӑхлӑ усра. Ҫырлах, аминь.
Така пусса пӗҫерсен каланӑ.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен