Пилсемпе кӗлӗсем

1127-мӗш кӗлӗ

Ҫамрӑк такасене Питравра пусма тытӑннӑ. Пирвай пӑруланӑ такана е путеке малтан пуснӑ. Вӑл така ашне Турра чӳкленӗ. Такана илсе пырсан така силленичченех куркапа пуҫран пуҫласа хӳри патне ҫитиччен шыв янӑ. Пусаканни хӑй: «Ҫырлах, ҫырлах» — тесе тӑнӑ. Така силленсен, ӑна ҫыхса пӑрахнӑ, унтан ҫапла каласа кӗлтунӑ:

Ҫырлах. Пӗтӗм кӑмӑлӑмпа, пӗр ӳкӗнмесӗр Сана картари самӑй савнӑ выльӑхӑма парнене кӳретӗп!

Унтан вара такана пуснӑ. Юнне пӑри кӗрпи ҫине илнӗ, ӑна ашпа пӗрле пӗҫерсе ҫинӗ. Хӑшӗ юнне илмен. Унтан кӑкӑрӗ ҫинчен пуҫласа хырӑмӗ ҫинченех тирне ҫӗҫӗпе йӗр туса касса тухнӑ. Кӑкӑрӗ ҫинчи ашне шалалла касса: «Тӑвар пек техӗмлӗ пултӑр», — тесе тӑвар хунӑ. Аша тирпейлесе тасатса пӗҫернӗ те ҫийиччен чӳкленӗ. Ҫав кунах тата ашпа пӗрле чӳклеме пашалу тунӑ. Чӳклес вӑхӑт ҫитсен, пӗҫернӗ аша патьенпе сӗтел ҫине пырса лартнӑ. Патьен ҫине пӗр пашалу хунӑ. Унтан чӳклекен ашран, пашалуран алӑ валли вакланӑ. Вара килти кашни ҫынна пӗрер татӑк пашалу, пӗр татӑк аш, пӗр татӑк чӗре тыттарнӑ. Унтан чӳклекен патьен ҫинчи ашпа пашалӑва илнӗ те алӑк патне пырса тулалла пӑхса ҫапла каласа чӳкленӗ:

Сана, Турӑ, паҫӑр чӗрӗлле парнене така (е путек) кӳрсеттӗм, халӗ Сана пиҫнӗ ашпа, алӑ валлипе, пӗтӗм ҫемьепе чӳклетпӗр. Ҫырлах!

Чӳклесе пӗтерсен сӗтел хушшине ларичченех алӑ валлисене ҫисе янӑ. Унтан пурте сӗтел хушшине ҫиме ларнӑ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр