Пилсемпе кӗлӗсем

1121-мӗш кӗлӗ

Чӑвашсем ҫу каҫиччен Турра асӑнса темиҫе тӗслӗ чӳк тӑваҫҫӗ: тырӑ-пулӑпа, хур-кӑвакалпа, пӑтӑ-юсманпа, выльӑх-чӗрлӗхпе (лашапа, вӑкӑрпа, такапа).

Ҫуркунне пӑрланӑ путексем ӳссе ҫитсе аш тути кӗрсессӗн ҫӗнӗ ашпа чӳк тӑвас теҫҫӗ. Унсӑрӑн аш-пӑш перекетсӗр, тутӑсӑр, техӗмсӗр пулать теҫҫӗ. Ҫав кун пӗр такине тытса юлаҫҫӗ. Хӗрарӑмсем кил карти варрине сӗтел кӑларса лартаҫҫӗ. Унта пӗр витре шыв, курка, чашӑкпа кӗрпе, тӑвар, ҫӗҫӗ, пӗр пуҫламан ҫӑкӑр хураҫҫӗ. Пурне те хатӗрлесе ҫитерсен кӗлтӑваканни такине пӑявпа е пушӑтпа мӑйӗнчен кӑкарса сӗтел умне илсе пырать те мал еннелле пӑхса тӑрать, ҫапла сӑмахсем каласа кӗлтӑвать:

Ҫырлаха пар, ырӑ Туррӑм, така чӳкӗпе Сана асанатпӑр-витӗнетпӗр, чӳк, ҫырлаха пар, аминь. Ҫуратнӑ чунӑмпа, ачам-пӑчампа, илнӗ кинӗм-хӗрӗмпе, ҫичӗ тӗслӗ выльӑхӑм-чӗрлӗхӗмпе, ҫичӗ тӗслӗ тыррӑм-пуллӑмпа, Ырӑ Туррӑм, Сана асӑнатпӑр-витӗнетпер, чӳк, ҫырлаха пар, аминь. Эй, Ырӑ Туррӑм, Сана асӑнатпӑр-витӗнетпӗр, савса панине савса ил, пӗртен пине ҫитер. Эпир кӗнекеллӗ халӑх мар, виҫ сӑмахпа та пулин пире айван ывӑла-хӗре хапӑл ту, Ырӑ Туррӑм, чӳк, ҫырлаха пар, аминь. Пӗлни пур-тӑр, пӗлменни пур-тӑр, пурте ҫырлахӑр.

Ӳксе пуҫҫапать те такине куркапа шыв ярса силлентерет. Таки силленсен така пусакан вырӑна кайса пусаҫҫӗ. Кирлӗ-кирлӗ ашсене: ӳпкине, пӗверне чӗрине пуҫ-урине, кӑштах тачка какайне — пӗҫереҫҫӗ. Пиҫсессӗн какайне малтанхи пекех кӗлтӑваҫҫӗ. Чӳк яшкине пурне те астивтереҫҫӗ, килен-каяна та ҫитереҫҫӗ. Тата чӳк тунӑ кун пӗр-пӗр ҫын япала илме пырсан унран хӑйӗнчен мӗн те пулин илсе юлаҫҫӗ. Унсӑрӑн япалапа ӑраскал-тивлет каять теҫҫӗ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр