1106-мӗш кӗлӗ
Выльӑх мурӗ е урӑх тӗрлӗ усалсем яла килсе кӗресрен ӗлӗк тата ял тавра тимӗр карта ҫавӑратчӗҫ. Тимӗр карта ҫавӑрнӑ ҫӗре арҫын пымастчӗ: ӑна хӗр ачасем ҫавратчӗҫ. Тимӗр картине ял тавра суха пуҫпе сухаласа ҫавратчӗҫ. Суха пуҫне лаша кӳлместчӗҫ, лаша вырӑнне ялта пӗр тирпейлӗрех пурӑнакан тӑлӑх арӑма кӳлетчӗҫ, ӑна суха пуҫне туртма хӗрсем пулӑшатчӗҫ. Унта хӗрсем пурте шур кӗпепе, йӳле пилӗкӗн тухатчӗҫ, ҫӳҫӗсене салатса яратчӗҫ, алла нухайкка е хулӑ илетчӗҫ, хӑшӗ ҫатма аври е турчка тытатчӗҫ, пырсан-пырсан ушкӑнӗпе «тимӗр карта ҫавӑратпӑр!» тесе кӑшкӑратчӗҫ. Суха йӗрри ҫине тимӗр татӑксем пӑраха-пӑраха хӑваратчӗҫ тата йӗп тӑрӑнтарса (чиксе) хӑваратчӗҫ. Урамра е ҫул ҫинче арҫынсене курсан хӗрсем тытӑнатчӗҫ вӗсене нухайккапа чӗвишлеттерме. Арҫынсем тимӗр карта ҫаврӑннӑ кун урама тухса ҫӳреме шикленетчӗҫ. Самар кӗпӗрнинче тимӗр карта ҫавӑрнине «Хӗр аки» теҫҫӗ.
Ӗлӗк чӑвашсем этем мурӗ (холера, чума) килет тенине илтсен уй хапхи патӗнче вут хурса ҫунтарса ларатчӗҫ, вутне хапхаран тул енне икӗ айккине те хуратчӗҫ, унта уртмӑш йывӑҫне (можжевельник) анчах хурса ҫунтаратчӗҫ: унӑн тӗтӗмӗнчен мур хӑраса тарать тесе ӗненетчӗҫ.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен