Тыр-пул ҫуратакан Турра
1009
Эй, тырӑ-пул ҫуратан-ӳстерен Турӑ, сана ҫӗнӗ тыр-пулпа асӑнатӑп. Тата акнӑ тырра-пулла хулӑм пар, килес ҫул тата нумайрах сӑра туса ачам-пӑчампа, килӗм-йышӑмпа савӑнма пар мана, халӗ кил-йышпа асӑнатӑп та хӗле хӑна кӗртсе ялӑм-йышӑмпа, хӑнам-вулампа асӑнатӑп. Ҫырлах, Турӑ, мӗн ӗмӗтленнӗ ӗмӗте, мӗн шухӑшланӑ шухӑшӑма ҫитер, ҫырлах.
1010
Эй, пӗсмелле, ҫырлах, Турӑҫӑм-Пӳлӗхҫӗм, хире кӑларсан хирте перекетне пар. Тыррине тутлӑхне, тӗпне питлӗхне пар.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен