Вӑрлӑх пӑтти
Вӑрлӑх пирки хресчен хӗлле те, ҫулла та шухӑшланӑ. Суха тума тухиччен, суха туса пӗтерсен (анатрисем тата ака-суха ӗҫӗ вӗҫленсен) е ака ӗҫне пуҫлас умӗн «вӑрлӑх пӑтти» лартнӑ: пӑтӑ, пашалу тата виҫӗ ҫӑмарта пӗҫерсе кӗлӗ каланӑ.
Кӗлӗ яланхи йӗркепех иртнӗ: сылтӑмра пашалу, сулахайра пӑтӑпа ҫӑмартасем, умра вӑрлӑх. Сылтӑм алла «вӑрлӑх ҫӑмарти» тытса тухӑҫалла пӑхса кӗлӗ каланӑ. Ҫак вӑхӑтра пашалу сӑмсипе кӑвапине тата кӑшт пӑтӑ кашӑка хунӑ, кайран чашӑка куҫарнӑ, пӗр ҫӑмартине ҫурмалла ҫурса хунӑ.
Ҫак вӑхӑтра каланӑ кӗлле тепре йӑлт каланӑ та ҫимӗҫсене ана ҫине кайса варса хунӑ. Ҫапла вара, вӑрлӑха та, анана та тӗрӗслесе килнӗ.
967
Тав тӑватӑп, пуҫҫапатӑп, ҫичӗ тӗслӗ тырӑ-пулӑшӑн вӑрлӑх пӑтти чӳклетӗп. Пӗр пӗрчӗ акса пин пӗрчӗ пар. Тӗпӗ хӑмӑш пек, тӑрри чакан пек, пӗрчи пӑрҫа пек пултӑр. Аминь, Турӑ, ан пӑрах. Выҫса килекене тӑрантса яма пар. Шӑнса килекене ӑшӑтса яма пар. Виҫӗ пайӗнчен икӗ пайне кая хума пар. Пӗр пайне ӗҫме-ҫиме пар. Аминь, Турӑ, ҫырлах. Пиртен Кепене, Кеперен Турра ҫиттӗр. Тав тӑватӑп, пуҫҫапатӑп, сӑмси-кӑвапипе. Аминь, Турӑ, ан пӑрах, ҫырлах.
Тав тӑватӑп, пуҫҫапатӑп, ҫӑмарта пек тутӑ пултӑр. Аминь, Турӑ, ҫырлах. Ҫӑмарта пек тутӑ пултӑр. Турӑ аллине патӑмӑр. Турӑ лайӑх патӑр алла илме. Аминь.
968
Хамӑр чӗлхепе Турра асӑнатпӑр. Эй, Турӑ, пар! Пӗр пӗрчӗ акса пин пӗрчӗ пулма пар. Тӗпӗ хӑмӑш пек пултӑр, тӑрри чакан пек пултӑр, пӗрчӗш пӑрҫа пек пултӑр, ҫырлах. Аминь.
969
Вӑт сана, Турӑ, вӑрлӑх пӑттипе асӑнатӑп. Усалтан-тӗселтен, шӑрчӑксенчен, Турӑ, сыхла. Хурт-кӑпшанкӑсенчен, тӗрлӗ япаларан сыхла. Пӗр пӗрчӗ акса пин пӗрчӗ илме пар. Хумӑш пек ҫӳллӗ пултӑр, пӗрчи пӑрҫа пек пултӑр, ҫӑмарта пек тутӑ пултӑр. Ывӑҫласа сапса ытамласа илме пар. Сутассине хаклӑ сутма, илессине йӳнӗ илме пар. Инҫе ҫула ҫывӑх ту, янавара хӑват пар. Усала тӳртен, ырра хирӗҫ ту. Ҫырлах, Турӑ. Усалтан-тӗселтен сыхла.
970
Эй, Торӑ, вӑрлӑх пӑтти чӳклетӗп, ҫырлах. Пӗр пӗрчӗрен пин пӗрчӗ пар, котне хомӑш пек туса, тӑрне пӑрҫа пек тотӑ туса пар.
Эй, Торӑ, чипер алла илме пар. Ҫил-хосӑрхаран, вотран-кӑвартан, пӑрлӑ ҫомӑртан хӑтар, ҫырлах.
971
Пӗр пӗрчӗрен пин пӗрчӗ пултӑр, кутне пар хӑмӑш пек, тӑрне пар чакан пек, этем курса савӑнтӑр, тӑшман курса хурлантӑр. Ҫӑмарта пек шултра пултӑр.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен