Пилсемпе кӗлӗсем

Харкам каламалли кӗске кӗлӗсем

 

67

Турӑҫӑм, этем ывӑл-хӗрне Сана хисеплесе пуҫ тайса пурӑнма ҫут тӗнчене кӑларнине асра тытатӑп. Ҫак йывӑр сехетре хамӑн халсӑрлӑха, айванлӑха сиссе тӑратӑп, ҫавӑнпа Санӑн хӑвата, Санӑн таса кӑмӑлупа ырӑ сунулӑхна шанса ыйтатӑп: пулӑш мана, хӑтар мана, ҫӑмӑллӑх тупма вӑйна пар. Паян мана хӑрушлӑхра пулӑшма пултаракансем сансӑр пуҫне никам та ҫук. Санран пулӑшу ыйтатӑп, сана кӗлӗ калатӑп! Вӑй пар мана!

68

Эй, Турӑҫӑм! Ҫул кӑтартса пыр, ертсе пыр мана, упра мана, йӑлтӑр ҫутӑ пар та сӳнми пайӑркаллӑ ҫӑлтӑр ту манран. Эсӗ хӑватлӑ та вӑйлӑ, эсӗ ырӑ та сӑваплӑ. Мана хӑвӑн сӑвапна кӑтарт. Вӑй-хӑват пар, ура ҫине тӑрса малалла утма ҫӑмӑллӑх ыйтатӑп.

69

Манӑн ывӑннӑ чун тасалӑхне упраса хӑварма ҫирӗплӗх пар, Турӑҫӑм, тата канӑҫлӑ кӑмӑла каялла тавӑрса кил! Эсӗ шанчӑкӑм манӑн, тӗрекӗм манӑн! Хӑвӑн хӑватун шульӑшӗпе мана халӑх ӗҫӗ-хӗлӗ ҫумне ҫирӗплет. Эсӗ чунтан юратнӑ шанчӑкӑм манӑн!

Хӑвӑн ӑсу-тӑнун вӑйӗпе, чапу-мухтавун ҫутипе тӗрӗс ҫул-йӗре кӑтарт мана! Эсӗ ман ӑнтӑлу тӗллевне ҫывхартма пулӑш! Хӑвӑн ӗмӗрех ирӗклӗ варкӑшупа савӑнтар мана, Турӑҫӑм!

Санӑн ӗмӗрех янӑравлӑ сӑмахху-кӗввӳсем ман чуна савӑнӑҫ кӳрсе тӑраҫҫӗ. Вӗсем ман ҫумра ҫулри юлташсем пек ҫывӑх ҫӳреҫҫӗ.

Санӑн авалхи ӑс-тӑнупа кӑмӑл-туйӑмун ырлӑх-пурлӑхӗ мана пур усал-тӗселрен сыхласа тӑрать, мана йывӑр самантра шанчӑк кӳрет.

Санӑн вилӗмсӗр хӑвату паракан ырӑ хыпар канӑҫсӑр чуна лӑплантарать, иккӗленнӗ шухӑша уҫӑлтарать. Эсӗ, Турӑҫӑм, Ҫут тӗнче тытаканӗ, пуррисенчен те пурри, куҫа курӑнми пытарӑннисенчен хакли, шанчӑкли, чуна ҫывӑххи. Тав сана, Турӑҫӑм!

70

Хавалпа Хӑрпан хӑват Аслӑ Турра асӑнакан ҫут ҫанталӑка упракан тӗнчене пӗтӗм тавралӑх, сӑрт-ту, ҫӗр-шыв, улӑх-ҫаран, ял-хула, кил-ҫурт, ача-пӑчапа ватти-вӗтти ырӑ сӑвапра ырлӑх курса пурӑнмалла туса янӑ. Этем ывӑлӗ-хӗрӗ ҫавна асра тытать, тав тӑвать сана, Турӑ.

71

Эй, Аслӑ Турӑҫӑм! Пӑхса ӳстерме пар ҫак пӗчӗк тӑлӑхсене. Ку ачасем — Санӑн улӑх-ҫарану ҫинчи ӳсен-тӑрансем, ку тӑлӑхсем — Санӑн пахчунти чечексем, ку ачасем — пирӗн кил-йышри чӗвӗл чӗкеҫ чӗпписем. Хӑвӑн ӑшӑ та таса ҫумӑрусене вӗсем ҫине сапӑнма ан чар, хӑвӑн ирӗклӗ те уҫӑ сывлӑшупа ярӑнма ҫирӗплӗхне пар вӗсене. Ҫӳлти Чӑнлӑх Хӗвелне кӑтартса куҫӗсене малалла пӑхмалӑхне пар, Хӑвӑн иксӗлми юратӑвупа пӗчӗк чунӗсем йӑпанмалӑхне ҫитерсе пар. Хӑвӑн сиплӗ варкӑшупа вӗсене вӗри вӑхӑтра уҫӑлмалӑхне пар, хӑвӑн аслӑ тимлӗхӳпе тӑлӑх-турата ӳсмелӗхне, вӗренмелӗхне, ӑсталанмалӑхне, савӑнмалӑхне тата тирпейлӗхе курса чи капӑр илемпе пӗркенмелӗхне тупма пар.

Эсӗ ҫынсен асапне ӑнланатӑн, эсӗ ҫынсене телей парнелетӗн. Тӑлӑх-турат ячӗпе ыйтнине итле вара, Аслӑ Турӑҫӑм!

72

Эй, Турӑҫӑм! Эй, Турӑҫӑм! Хӑвӑн ачусен чунӗсене таса ӗмӗтсемпе пӗрлештерсе вӗсене хӑвӑн аслӑран аслӑ тӗллевӳсене те уҫса кӑтарт. Вӗсем эсӗ хушнисене тӗрӗс пурнӑҫласа пыччӑр. Санӑн саккунусем тӗрӗс, вӗсем ӑна хӗсметлесе тӑма пӗлччӗр!

Пулӑшсам вӗсене, Туррӑмӑр, тӑрӑшнине харама ямасӑр упрамашкӑн, шаннине тӳрре кӑларса пымашкӑн пулӑш! Вӑй-хал парса ӳстерсем ачусене, эй, Аслӑ Турӑ! Пурнӑҫ йӗрӗ ҫине тӑнисене хӑйсене хальлӗн пӑрахса ан хӑвар, вӗсен утӑмӗсене хӑвӑн пӗлӗвӳн ҫутипе кӑтартса пыр, хӑвӑн чӗрӳн юратӑвӗпе, ҫут ҫанталӑкӑн аслӑ ытамӗпе лӑпкаса савӑнтар.

Эсӗ чӑннисенчен чӑнни, эсӗ шанакансен пулӑшаканӗ, эсӗ тӗрӗс пурнӑҫӑн пӗртен-пӗр пӑрӑнми тӳрӗ те аслӑ хуҫи. Илт манӑн кӗлле, вӑй пар ачам-пӑчама, ӑс пар вӗсене ҫитӗнсе ҫитсе паттӑр ҫын пулма!

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр