Пилсемпе кӗлӗсем

Чир-чӗртен каланисем

 

65

Турра, Турӑ Амӑшне, Пӳлӗхҫе, Пӳлӗхҫӗ Амӑшне, Турӑ умӗнче ҫӳрекен ырра. Турӑ, Турӑ Амӑшӗ, Пӳлӗхҫӗ, Пӳлӗхҫӗ Амӑшӗ, Турӑ умӗнче ҫӳрекен ырӑ, ырлӑх пар, сывлӑх пар, усала-тӗселе пиртен сир, ытла чӗлхерен, вут-кӑвартан, вӑрӑран-хурахран сыхла, ырлӑх пар, сывлӑх пар, каҫ выртма канлӗх пар, ир тӑма ҫӑмӑллӑх пар, хуш курса хапӑл ил, аминь. Ҫырлах.

66

Ӗнтӗ сана, пилеш йывӑҫӗ, ҫурта лартса пуҫҫапатӑп. Темле ҫимӗҫне пӑлмесӗр ҫирӗм, ман шӑл ҫавӑншӑн сурса ыратать, пуҫ ҫаврӑнать. Малашне ӗнтӗ пӗлмен ҫимӗҫе шӑл айне хумӑп. Акӑ сана ҫурта лартса пуҫҫапатӑп, урӑх малалла ман шӑла ан сурт, пуҫа ан ыраттар.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр