Пилсемпе кӗлӗсем

Ҫула каяс ҫыншӑн кӗл туни

 

47

Эй, Туррӑмӑр, Туррӑмӑр! Эсӗ тӗрӗс илсе пыракан, чӗрлӗх паракан хӑват. Эсӗ хӑвӑн ҫыннусемпе пӗрле ҫула пыратӑн.

Эй, патша Турӑ! Ҫак хӑвӑн ҫыннупа — Хӗветӗрпе — пӗрле те ҫула пыр. Пур усалтан, пур кансӗрлӗхрен сыхла ӑна. Канлӗх курса пымалла, ырӑ курса тӑмалла ту ӑна. Эсӗ курнӑ тӑрӑх Хӗветӗре тӳлехӗ ырӑ ӗҫ туса, ку тӗнче ырлӑхӗсене, ҫӳлти ырлӑхсене курса каялла тавӑрӑнса килмелле пултӑр. Патшалӑх та, хӑват та, ӑслӑлӑх та санӑн. Ҫул пиллӗхне пар пирӗн ҫыннӑмӑра.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр