Пилсемпе кӗлӗсем

Япала сутма кайнӑ чух

 

46

Атте Турӑ! Ӑшӑ туйӑмпа, тутлӑ чӗлхемпе ыйтатӑп. Пасар ашшӗнчен, пасар амӑшӗнчен ҫемҫе кӑмӑлпа, ҫуллӑ чӗлхемпе ыйтатӑп: паян каякан пасарта тунӑ ӗҫе хисеп туса, илекен йыша тупса пар. Сутас сутӑма витерех сутма пар. Алла тытнӑ ман ӗҫе, ытараймасӑр, алӑран ан ятӑр. Эпӗ тӑрӑшнине витерсе хак хӑпартса сутма пар. Илес тавар курӑнсан илессине йӳнеҫтер. Каяс, килес ҫула кӗскет, усал-тӗселтен, вӑрӑ-хурахран сыхла. Аминь.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр