Пилсемпе кӗлӗсем

Ҫула тухас умӗн калакан кӗлӗсем

 

43

Чипер кайса чипер килмелле пултӑр, каялла Турӑ ҫавӑртӑр сана. Ырӑ ҫулпа кайса ырӑ ҫулпа килмелле пултӑр. Ҫулӗ вӑрӑм пулӗ, ӗҫӗ-хӗсмечӗ нумай тупӑнӗ, чӑтмалли-курмаллинчен ан хӑра. Упран. Упранакана Турӑ упрать. Чипер тухса кайса чипер килсе кӗмелле пултӑр.

44

Ӗлккен утӑмсене кӳлсе

Инҫе ҫула паян тухатӑп.

Пӳлӗхҫӗм, Туррӑм, санран ӑнӑҫлӑх ыйтатӑп,

Ҫитес ҫӗрте тараватлӑх ыйтатӑп.

Каяс ҫулӑм такӑр пултӑр,

Сутас-илес ӗҫӗм ӑнса пытӑр.

Утӑмсем ҫулта ан чирлеччӗр,

Хурах тӗлне ан лекчӗр.

Ҫичӗ ҫырма урлӑ ашӑпӑр,

Ҫичӗ кӗпер урлӑ каҫӑпӑр,

Утӑмсем паттӑр пулччӑр,

Таканӗсем ҫирӗп пулччӑр.

Ҫу ҫулӗпе каймалла пултӑр,

Сӗт ҫулӗпе килмелле пултӑр.

Пирӗн ҫула сарӑ Хӗвел ӑшӑттӑр,

Пирӗн ҫула Тимӗр шалҫа палӑрттӑр,

Пирӗн ҫула Кашкӑр ҫӑлтӑрӗ ҫутаттӑр.

Пӳлӗхҫӗм, асӑнатӑп сана ӑшӑ кӑмӑлпа,

Ҫул чӳкне тӑватӑп шур хурпа.

Инҫе ҫулта пире эс ан пӑрах,

Инҫе ҫулта пире эс упрах.

Ҫырлах!

Эсир те, Пӑлхарта выртакан ырӑсем,

Эсир те, Ӑшьельте выртакан ырӑсем,

Эсир те, Чапӑрлӑра выртакан ырӑсем,

Ҫырлахӑр!

Сирӗн ятӑра та асӑнатӑп,

Сирӗн ятӑрпа та шур хурпа пуҫ тайса

Чӳк таватӑп. Ҫырлахӑр!

Каяс ҫулӑм такӑр пултӑр,

Килес ҫулӑм ӑнӑҫлӑ пултӑр.

Ҫырлахӑр!

Ҫулра ҫӳренӗ чухнехи сӑвап

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр