Пилсемпе кӗлӗсем

Ҫӑкӑр каснӑ чухне каламалли

 

28

Сӗмӗлле пултӑр. Эй, Турӑ! Перекетне, тухӑҫне пар!

29

Эй, атте Турӑ! Кил-йышпа пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пар, ҫиес апатӑн сӗткенне кӳр, ҫинӗ апат тутлӑхне пар. Каснӑ чӗл вырӑнне чӗл хушса перекетлӗхне кӳр. Выҫӑпа килекене тӑрантарма пар, кивҫене ан яр, ыйтакана пама тивӗҫтер.

Эй, атте Турӑ! Ҫынна парас парӑм ан пултӑр, ҫынтан илмелли пултӑр. Алӑк патне кӗрӳ пар, тӗпел кукрине кин пар. Карта тулли выльӑх пар, пӗр вӗҫӗ шыв хӗрринче, тепӗр вӗҫӗ картара.

Эй, атте Турӑ! Пирӗнпе апата кил. Ялан тутӑ пул. Аминь!

30

Мӑн ҫӑкӑрпа, ырӑ Турӑ, усра.

31

Ҫырлах, Турӑ! Ҫимелӗх те пар, ӗҫмелӗх те пар, тӑранмалӑх та пар.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр