Пилсемпе кӗлӗсем

854-мӗш кӗлӗ

Тупӑкне туса пӗтерсен тупӑк ӑшне пир сараҫҫӗ, хӗрарӑм пулсан пуҫ вӗҫне пир кӗпе хураҫҫӗ тата йӗп, ҫип хураҫҫӗ. Арҫын пулсан, пир кӗпе тата шӗшлӗ, мунчала хураҫҫӗ. Ҫапла хурсан вилнӗ ҫынна аллисене ик айккине тӑсса хурса тупӑка хураҫҫӗ. Унтан вара тупӑкне хупса пуҫ тӗлне ак ҫапла каласа ҫӑкӑрсем, чӑкӑтсем татса хураҫҫӗ:

Акӑ ӗнтӗ, ачам, ҫаккӑн вӗҫне юлтӑн, халӗ хӑвӑн ирӗкӗнтеччӗ, ӗнтӗ ҫын аллинчен пӑхас пулать. Ан ӳпкелесе кай. Килсен ан хӑрат, лӑпкӑ ҫӳре.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр