Пилсемпе кӗлӗсем

853-мӗш кӗлӗ

Пирӗн вилнӗ ҫынна пытарнӑ чухне ҫынсене пухаҫҫӗ те калаҫҫӗ: «Ак ҫип, мейӗр», — теҫҫӗ. Унтан тата калаҫҫӗ: «Ку ҫипе сая ан ярӑр, унпала кӗпе тӳмми кӑна тӑвӑр, вӑл тӳммине тунӑ чухне калӑр: «Умӗнче пултӑр, пӗр пӗрчи пӗр хутӑр пултӑр». Унтан вара тупӑкне туса пӗтерсен пӳрте илсе кӗреҫҫӗ, ӑна илсе кӗнӗ чухне алӑк ҫумне виҫӗ хут перӗнтереҫҫӗ, мӗншӗн тесен унпа пӗрле пӗтӗм ҫуртри усалсем ан юлччӑр теҫҫӗ. Унтан вара ӑна ҫунӑ чухне тупӑлка хуллипе виҫӗ хут ҫурӑмӗнчен сӑтӑраҫҫӗ, унтан калаҫҫӗ: «Ҫав тупӑлка епле пит кирлӗ, ҫавӑн пекех Турӑ аҫтӑмака кӳртӗр», — теҫҫӗ, унтан вара тупӑка вырттараҫҫӗ те сӑмах параҫҫӗ. Унтан карланкине пирпе ҫыхаҫҫӗ, аллине, сӑмси шӑтӑкне, хӑлхи шӑтӑкне пурҫин чикеҫҫӗ, унтан тата аллине пӗр пысӑк мука ҫӗҫӗ тыттараҫҫӗ. Унтан тата унӑн тупӑкне илсе тухнӑ вырӑнне мунча чулӗ хураҫҫӗ. Унӑн тупӑкне йӑтса тухакансене укҫа е кивӗ кӗпе хураҫҫӗ. Ӑна вара масар ҫине илсе кайнӑ чухне пӗр ҫынна та тӗл пулма хушмаҫҫӗ. Мӗншӗн тесен ӑна хирӗҫ пулсан тепӗр ҫулччен вилет теҫҫӗ. Ӑна вара масар ҫине илсе пырса вут хураҫҫӗ те ҫӑкӑр хываҫҫӗ, ӑна хывнӑ чухне калаҫҫӗ: «Умӗнче пултӑр, пӗр турамӗ пӗр ҫӑк пултӑр, умӑнта пултӑр, сӗкӗл пултӑр, ҫӑтмахра вырттӑр», — теҫҫӗ. Унтан вара ӑна шӑтӑка янӑ чухне виҫӗ хут суллаҫҫӗ, ан хӑра теҫҫӗ, унтан ӑна тирпейлесе пӗтерсен лашасене кӳлеҫҫӗ те пит хытӑ кустарса таврӑнаҫҫӗ, хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхмаҫҫӗ, мӗншӗн тесен хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхсан хыҫалтан пырать теҫҫӗ тата канӑҫлӑ виле пулмасть теҫҫӗ. Ҫапла вилнӗ ҫынна пытарса таврӑнаҫҫӗ те пӳрте кӗмеҫҫӗ. Аллисене ҫӑваҫҫӗ те пӳрте тин кӗреҫҫӗ. Унта куймаксене ҫиме тытӑнаҫҫӗ. Ӑна ҫинӗ чухне умӗнче пултӑр тесе ҫиеҫҫӗ. Ҫапла вара вӑл кун иртсе каять, ҫиччӗшне тӑвичченех кашни куллен хывса яраҫҫӗ. Унӑн ҫиччӗшне виҫӗ кун иртсен тӑваҫҫӗ. Унӑн ҫиччӗшӗ ҫине чӑхӑ пусаҫҫӗ, вӑй ҫитекен така пусать, унӑн ҫиччӗшне тунӑ чухне ҫавӑн пекех куймаксем пӗҫереҫҫӗ. Е чӑхӑ, е така пусаҫҫӗ те ҫав каҫах ҫисе пӗтереҫҫӗ, унӑн ашне хӑварма юрамасть теҫҫӗ. Унӑн ашӗсене, куймакӗсене ҫынсен ачисене пухса ҫитереҫҫӗ. Ӑна ҫиессине ҫиеҫҫӗ те, анчах ҫисе пӗтереймесен кӑна. Унта вара ҫав ҫыннӑн ӑратнисем ҫурта илсе пыраҫҫӗ. Унтан вара вӑхӑт ҫитсен хыва пуҫлаҫҫӗ, хывнӑ чухне акӑ ҫапла калаҫҫӗ: «Эй, тӑванӑм-ҫеҫкем, хӑҫан курӑшӑпӑр, хӑҫан пӗрле паллашӑпӑр, хӑҫан калаҫӑпӑр, хамӑр сан пата пыриччен те кураймӑпӑр». Унтан вилнӗ ҫыннӑн кил-йышӗсем калаҫҫӗ: «Эй, Турӑ, мӗншӗн ялан пирӗн тӗле кӑна пулать-ши, мӗншӗн пире ялан хурланса хурлӑхпа пурӑнма тунӑ-ши ку Турӑ?» Унтан ҫав вилнӗ ҫын ҫинчен ачисем калаҫҫӗ: «Эй, аттем, эсӗ вилтӗн те выртатӑн, эпир епле пурӑнӑпӑр-ши, — теҫҫӗ, — пурӑнассине пурӑнӑпӑр, анчах эсӗ пире ан хӑрат», — теҫҫӗ. Ашшӗпе амӑш калаҫ: «Эй, Турӑ, пирӗн ывӑлӑмӑра лайӑх вырӑн тупса парччӗ», — теҫҫӗ. Ҫапла кала-кала ҫурта ҫута-ҫута хывса пӗтереҫҫӗ. Хывса пӗтерсен хӑшӗ-хӑшӗ калаҫҫӗ: «Тӑкас», — теҫҫӗ, тата хӑшӗ-хӑшӗ калаҫҫӗ: «Тӑтӑр-ха пӑртак, ҫитӗр», — теҫҫӗ. Ҫапла кала-кала кӑларса тӑкаҫҫӗ. Унтан вара тата вилнӗ ҫыннӑн хуҫисене те илсе каяҫҫӗ. Тата тепӗр эрнерен вара пӗрлештерсе яратпӑр теҫҫӗ. Ӑна пӗрлештерсе яратпӑр тенӗ чухне хӑйӗн ҫемйи кӑна пулать. Ӑна вара вак теҫҫӗ, пашалу тӑваҫҫӗ те масар ҫине пуҫ вӗҫне тутӑр татӑкӗпе ҫыхса кайса пӑрахаҫҫӗ. Ҫулла вилнине тата эрнерен кайса курӑксене ҫӑлаҫҫӗ. Ҫулталӑк иртсен унӑн юпине тӑваҫҫӗ, ӑна тунӑ чухне пӑру, тиха пусаҫҫӗ тата купӑсҫӑ чӗнеҫҫӗ, вӑл вара купӑсне илсе пырать. Пуян ҫын чартак пекки тӑвать, ҫук ҫын вӑрмантан ҫӑка касса килет те пӗр пуҫӗнчен картаҫҫӗ те алӑк патне, кутник сак ҫине вырӑн сарса вырттараҫҫӗ, ӑна карчӗ таран витеҫҫӗ, ун патне пыма хушмаҫҫӗ: «Ун патне ан пыр, вӑл хамӑра ярса ан тыттӑр», — теҫҫӗ, ҫамрӑктарах ачасеие ҫапла калаҫҫӗ. Унтан вара пар лаша кӳлеҫҫӗ те ҫавна урапа ҫине хурса каяҫҫӗ, ӑна вара масар ҫине пӑрахса хӑвараҫҫӗ. Пуян ҫынсем чартак тутараҫҫӗ, икӗ урапана пӗр ҫӗре лартаҫҫӗ те ун ҫине чартакне хураҫҫӗ, чартакӗ пӗтӗмпе манирне килет, алӑкӗ те пур, чӳречи те пур, ӑна ан ӳктӗр тесе вӗренпе ҫыхаҫҫӗ. Ҫапла масар ҫине ҫитеҫҫӗ те юрла-юрла эрех ӗҫеҫҫӗ. Эрехне ӗҫсе пӗтереҫҫӗ те килне таврӑнаҫҫӗ, унта татах хирӗҫ пулма хушмаҫҫӗ. Пӗр ачана лаша утлантарса кӑшкӑрма яраҫҫӗ, хуҫи ятне калаҫҫӗ, ак ҫапла кӑшкӑраҫҫӗ: «Ҫурта айне сӑра ӗҫме», — теҫҫӗ. Ҫынсем вара пурте ҫурта илсе пыраҫҫӗ, унтан вара каҫпа юпине хускатаҫҫӗ. Юпа хускатнӑ чухне купӑс калаҫҫӗ, юрлаҫҫӗ, макӑракан та пур, пурте пур.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр