Пилсемпе кӗлӗсем

852-мӗш кӗлӗ

Вилнӗ ҫын умӗнче кӗлӗ туса пӗтерсен вут хутаҫҫӗ те икерчӗ пӗҫереҫҫӗ, пӗр чӑхӑ пусаҫҫӗ. Икерчӗ пиҫсен хывса тӑкаҫҫӗ те тупӑк патне пырса сасӑ кӑлараҫҫӗ: «Йӗп пек ҫӗр ҫурӑлчӗ, йӗп тухрӗ, сан тӗлӗнтен те кун пӗтрӗ», — теҫҫӗ. Пытарма илсе тухиччен кӑмакара чул хӗртеҫҫӗ. Унпа виле выртнӑ вырӑна тӗтӗреҫҫӗ, унтан тупӑк хыҫӗнчен ывӑтаҫҫӗ. Вӑл чула ырӑ-усал сирӗлтӗр, кунта ан юлтӑр, хӑйпе пӗрлех кайтӑр тесе ывӑтаҫҫӗ.

Масар ҫинче шӑтӑка янӑ чух тупӑка шӑтӑк тӗлне тытса виҫҫӗччен: «Ан хӑра, ан хӑра», — тесе суллаҫҫӗ те вара шӑтӑка яраҫҫӗ, ярсан малтан ҫӗр пуҫланӑ чух хӑпартса хунӑ тӑприне: «Пил ту, пил ту», — тесе пӑрахаҫҫӗ. Унтан вара тӑпра ишеҫҫӗ. Тӑпра ишсе таптасан ҫав шӑтӑк умне вут е ҫурта чӗртеҫҫӗ, хӑйсем пурте умлӑ-хыҫлӑ тӑрса шӑтӑк йӗри-тавра хӗвеле хирӗҫ виҫӗ хут ҫавӑрӑнаҫҫӗ, ҫавӑрӑнса ҫитсен: «Эпир сана асӑнах тӑрар, эсӗ пире ан асӑн», — теҫҫӗ, вара каялла ҫавӑрӑнса пӑхмасӑр утаҫҫӗ. Киле ҫитсен алӑк умне пытарма пынисем пурте пичӗсене, куҫӗсене ҫуса кӗреҫҫӗ. Вӗсене пӳртрисем пурте тула тухса кӗтсе илеҫҫӗ, пӳрте вӗсем хыҫҫӑн кӗреҫҫӗ. Унтан вара ҫӗр пуҫлакана, тупӑк тӑвакана пӗрер тутӑр параҫҫӗ. Хӗрарӑм вилли пулсан пурне те пӗрер тутӑр параҫҫӗ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр