804-мӗш кӗлӗ
Ача-пӑча чечекпе (оспӑпа) чирленӗ хыҫӗнчен питре-куҫра е алӑра-урара мӗнле те пулин суран юлсан Турӑ Амӑшне кӑвакал чӳкленӗ. Кӑвакал тупаймасан хур та юранӑ. Шурӑ кӑвакал чӳкленӗ, пӗр хура тӗк те пулма юраман. Шурӑ кӑвакал килте пулмасан сутӑн илнӗ. Хаклашма юраман, мӗн ыйтнӑ, ҫавна панӑ. Пусиччен кӑвакала шыв сапса силлентернӗ. Пусас умӗн ҫапла каласа кӗлтунӑ:
Эй, ырӑ чечек амӑшӗ, сана чӗрӗ чунпа чӳклетӗп, ҫырлах!
Пуссан кӑвакала пӗҫернӗ. Аш пиҫсен шӳрпе ҫине кӗрпе ярса пӑтӑ пӗҫереҫҫӗ. Пӑтӑ пиҫсен кӑвакалпа пӑтта чӳклеҫҫӗ: чӳкленӗ чух пуснӑ чух каланӑ сӑмахсенех калаҫҫӗ, анчах «чӗрӗ чунпа» теес вырӑнне «пиҫнӗ ҫунатлӑ кайӑкӑмпа» теҫҫӗ. Чӳклесен мӗнпур ҫемьепе пӗрле ларса ҫиеҫҫӗ. Пӑтӑпа аша ют ҫынна ҫитерме юрамасть.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен