801-мӗш кӗлӗ
Ача пысӑк хырӑмлӑ пулсан ачана кӳп таптараҫҫӗ. Вӑл кӳпе таптарма юмӑҫ карчӑк патне илсе каяҫҫӗ. Ялта пӗр-пӗр арӑм ача тунӑ пулсан, унӑн ҫӑпатине илсе пырса ачана урайне вырттарса авӑсать, ача ятне калать: «Кӳп тухтӑр, тимӗр такана епле варкӑштарса ярать, ҫавӑн пек ача ӑшӗнчен кӳп тухса кайтӑр». Тата ачана урайне вырттарса, ҫинчен шӑпӑрпа шӑлать. «Тимӗр шӑпӑрпа шӑлса яратӑп, шӑпӑр епле сирпӗтсе ярать, ача ӑшӗнчен кӳп ҫапла тухса кайтӑр».
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен