800-мӗш кӗлӗ
Ача каҫӑрла-каҫӑрла йӗрсен каҫрашка пӗртереҫҫӗ. Вӑл каҫрашкана амаран пӗр хӗр пӗрет. Ҫавӑн пек амаран пер хӗр патне илсе пыраҫҫӗ те, вӑл хӗр вара ача кӗпи ҫумне тӑхӑр тӗле хурӑн хуппи ҫӗлесе ярать. Ӑна ҫӗленӗ чух ача амӑшӗ: «Мӗн ҫӑлетӗн?» — тесе ыйтса тӑрать. Хӗр калать: «Каҫрашка пӗретӗп», — тет. Унта тӑхӑр тӗле ҫӗлет те, ак ҫапла калать вара:
Пӗрре ҫӗлерӗм, иккӗ ҫӗлерӗм, виҫҫӗ ҫӗлерӗм, тӑваттӑ ҫӗлерӗм, пиллӗк ҫӗлерӗм, улттӑ ҫӗлерӗм, ҫиччӗ ҫӗлерӗм, саккӑр ҫӗлерӗм, тӑххӑр ҫӗлерӗм. Ҫак ачаран каҫрашка тӑххӑрӑш тӑххӑр, саккӑрӗш сакӑр ҫулпа, ҫиччӗшӗ ҫичӗ ҫулпа кайтӑр, улттӑшӗ ултӑ ҫулпа кайтӑр, пиллӗкӗш пилӗк ҫулпа кайтӑр, тӑваттӑш тӑватӑ ҫулпа кайтӑр, виҫҫӗшӗ виҫӗ ҫулпа кайтӑр, иккӗшӗ икӗ ҫулпа кайтӑр, пӗри пӗрлечех пӗттӗр.
Тӑхӑр тапхӑр сурать.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен