Пилсемпе кӗлӗсем

742-мӗш кӗлӗ

— Эй, тӑванӑмӑрсем, хуҫа икӗ кун, виҫӗ кун ӗҫрӗм-ҫирӗм тет, Турӑ Амӑш курки пекех, путене курки чӳклесе ӗҫес тет. Эсир мӗн калатӑр?

— Пирӗн кӗтни ҫавӑ.

— Апла пулсан тӑрӑр ура ҫине, сӑхсӑхӑр. Турӑ, ҫырлах, Турӑ, ан пӑрах. Ял варринче пурӑнма пар. Турӑ, ҫырлах, Турӑ, ан пӑрах; хура халӑх варринче пурӑнма пар, пӗр пӗрчӗ акса, пин пӗрчӗ илме пар, Турӑ, ҫырлах, Турӑ, ан пӑрах. Кӗлте тусан, кӗлте перекетне пар, Турӑ ҫырлах, Турӑ, ан пӑрахсам. Мӗн те пулсан Турӑ Амӑш куркипе асӑнать ҫакӑ хуҫа, тӗм тусан тӗм перекетне пар, Турӑ, ҫырлах, Турӑ, ан пӑрахсам, Турӑ Амӑш куркипе асӑнать ҫакӑ хуҫа; ҫӗмел тусан ҫӗмел перекетне пар, Турӑ ҫырлах, Турӑ, ан пӑрахсам мӗн те пулсан, Турӑ Амӑшӗ куркипе асӑнать ҫакӑ хуҫа; капан тусан капан перекетне пар; Турӑ, ҫырлах, Турӑ, ан пӑрахсам мӗн те пулсан, Турӑ Амӑш куркипе асӑнать ҫакӑ хуҫа; ҫичӗ тӗслӗ тыр-пула ҫичӗ кӗлет тытма пар; Турӑ, ҫырлах, Турӑ, ан пӑрахсам мӗн те пулсан; Турӑ Амӑш куркипе асӑнать ҫакӑ хуҫа; пур ачи-пӑчипе, кил-йышӗпе йӑлӑнса, Турӑ, ҫырлах, Турӑ, ан пӑрахсам мӗн те пулсан; Турӑ Амӑш куркипе асӑнать ҫакӑ хуҫа; памалӑх та пултӑр, илмелӗх те пултӑр; панӑ ҫӗртен ан палӑртӑр, илнӗ ҫӗртен ан иксӗлтӗр, Турӑ, ҫырлах, Турӑ, ан пӑрахсам мӗн те пулсан; Турӑ Амӑш куркипе асӑнать ҫакӑ хуҫа; пӗрремӗш пайне Турӑпа патша хыснине тӳлемелӗх пар; Турӑ, ҫырлах, Турӑ, ан пӑрахсам мӗн те пулсан, Турӑ, ҫырлах, Турӑ, ан пӑрах.

Иккӗмӗш пайне хамӑр ача-пӑчамӑрпа, кил-йышӑмпа, выльӑхӑмӑр-чӗрлӗхӗмӗрпе ӗҫмелӗх-ҫимелӗх парччӗ, Турӑ, тесе йӑлӑнса асӑнать ҫакӑ хуҫа, Турӑ, ҫырлах, Турӑ, ан пӑрахсам мӗн те пулсан. Виҫҫӗмӗш пайне ыйтса ҫӳрекенсене памалӑх, шӑнса ҫӳрекенсене ӗҫтерсе ҫитермелӗх парччӗ, Турӑ, тесе асӑнать ҫакӑ хуҫа пур ачи-пӑчипеле, кил-йышӗпе, Турӑ, ҫырлах, Турӑ, ан пӑрахсам мӗн те пулсан; тӑваттӑмӗш пайне пурара выртмалӑх парччӗ, Турӑ, тесе асӑнать ҫакӑ хуҫа, Турӑ, ҫырлах, Турӑ, ан пӑрахсам. Перекетне, ушлӑхне пар, Турӑ; мана сӑвап сунан — килччӗр, хаяр сунан — аякне сирӗлччӗр; курайман тӑшман айне ан тутар тесе асӑнать ҫакӑ хуҫа Турӑ Амӑшӗ куркипе; ҫичӗ тӗслӗ выльӑха ҫичӗ карта тытма парччӗ, Турӑ, тесе асӑнать ҫакӑ хуҫа, Турӑ, ҫырлах, Турӑ, ан пӑрахсам мӗн те пулсан, Турӑ ҫырлах, Турӑ, ан пӑрах; пӗр вӗҫӗ картара пултӑр, тепӗр вӗҫӗ шыв хӗрринче пултӑр тесе асӑнать ҫакӑ хуҫа Турӑ Амӑшӗ куркипе, Турӑ, ҫырлах, Турӑ, ан пӑрахсам мӗн те пулсан; чирӗнчен-чӗрӗнчен, упинчен-кашкӑрӗнчен, мурӗнчен-халерӗнчен, Турӑ, сыхласам тесе асӑнать ҫакӑ хуҫа.

Пур кил-йышӗпе, ачи-пӑчипе, Турӑ Амӑш куркипе асӑнать, Турӑ, ҫырлах, Турӑ, ан пӑрахсам; мӗн те пулсан сутмалӑх та пултӑр, парнелӗх те, сарнелӗх те пултӑр; панӑ ҫӗртен ан палӑртӑр, чун вырӑнне чун хушма пар, Турӑ, тесе асӑнать ҫакӑ хуҫа, Турӑ, ҫырлах, Турӑ, ан пӑрахсам мӗн те пулсан; Турӑ Амӑшӗ куркипе асӑнать пур кил-йышӗпе, ял-йышӗпе, Турӑ ҫырлах, Турӑ, ан пӑрах; ывӑлӗнчен-хӗрӗнчен савӑнса пурӑнма парччӗ, Турӑ, тесе асӑнать ҫакӑ хуҫа, Турӑ, ҫырлах, Турӑ, ан пӑрахсам мӗн те пулсан; Турӑ Амӑш куркипе асӑнать ачи-пӑчипе, ял-йышпа, кӳршӗ-аршӑпа, Турӑ, ҫырлах, Турӑ, ан пӑрахсам мӗн те пулсан; Турӑ Амӑшӗ куркипе асӑнать ҫакӑ хуҫа, сисменнине систер, туйманнине туйтар; инкекрен-синкекрен хӑтарччӗ, Турӑ, тесе асӑнать ҫакӑ хуҫа Турӑ Амӑшӗ куркипе, Турӑ, ҫырлах, Турӑ, ан пӑрахсам мӗн те пулсан; ҫӗрӗнчен-йышӗнчен савӑнса пурӑнма парччӗ, Турӑ, тесе асӑнать ҫакӑ кил хуҫийӗ, Турӑ Амӑшӗ куркипе ӑсӑнать, Турӑ, ҫырлах, Турӑ, ан пӑрахсам мӗн те пулсан; вутӗнчен-кӑварӗнчен сыхласам, Турӑ, тесе асӑнать ҫакӑ кил хуҫи, Турӑ, ҫырлах, Турӑ, ан пӑрахсам мӗн те пулсан; Ҫӗр ашшӗ, Ҫӗр амӑшӗ.

Сирӗн кӑкӑр ҫинче пиҫнӗ тырӑ-пул шерпетпе асӑнать, Турӑ Амӑшӗ куркипе, Турӑ, ҫырлах, Турӑ, ан пӑрахсам мӗн те пулсан; эсир те кӗлӗре пулӑр, Хӗвел ашшӗ, Хӗвел амӑш, эсир пӗҫерсе панӑ тыр-пул шерпечӗпе, Турӑ Амӑшӗ куркипе асӑнать ҫакӑ кил хуҫи ачи-пӑчипе, Турӑ ҫырлах, Турӑ, ан пӑрахсам мӗн те пулсан; пурте кӗлӗре пулӑр. Ҫӳлти валь, Ҫӗрти валь, эсир те кӗлӗре пулӑр, ҫапла йӑлӑнса Турӑ Амӑшӗ куркипе асӑнать ҫакӑ хуҫа ачи-пӑчипе, ял-йышӗпе, кӳршӗ-аршипе, пӗлӗш-тантӑшӗпе, Турӑ, ҫырлах, Турӑ, ан пӑрахсам мӗн те пулсан.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр