51-мӗш кӗлӗ
Эй, Турӑ! Ху ҫаврунтан ан кӑларсам пире.
Хӑвӑн чӗлхӳ ҫинчи сӑмахсене калаттар. Сиплевҫӗ сип сӗткенӗллӗ курӑксене пӗлнӗ пек, этем чунне сиплекен сӑмахсене вӗрент. Кун каҫа йывӑҫа та пулин ӑшӑ сӑмах калаттар. Ырӑ шухӑшӑм ырӑ сӑмаха ҫаврӑнтӑр: ырӑ сӑмах ырӑ тӗнче тӑвать, усал сӑмах усал тӗнчӗ тӑвать. Хам ҫынсенчен мӗн кӗтнине ҫынсене сунма вӗрент. Ҫак пурнӑҫра йӑлтах ҫаврӑнуллӑ, ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ. Ӗмӗтсӗр ӗмӗтсене шухӑша ан кӗрт: ывӑҫа кӗменни пӳрне хушшипе юхӗ. Хама ырӑ суннӑ ҫыннӑн ятне ырӑпа асӑнтар: асӑнса пурӑнсан этем ӗмӗр-ӗмӗр вилӗмсӗр. Тӑван ҫӗр ҫине тапса тухнӑ курӑк сассинче пирӗнтен уйрӑлса кайнӑ тӑвансен сассине илтме вӗрент — ҫут ҫанталӑкпа этем пӗр тӗвере пулнине манма ан пар. Ҫул тӑваткӑлне ҫитсен чарӑнса тӑмалӑх тӳсӗм пар. Ывӑл-хӗрӗме хӑйсем ҫут тӗнчеве килнӗ ҫул сӑваплӑхне хисеплеме вӗрент: амӑшне сума сӑваканӑн чунӗ те, алли те таса пулӗ. Ама ҫулпа килнине ама ҫулпа ҫӳрет, аҫа пулса килнине аҫа ҫулпах ҫӳрет.
Чӑваш пулса хӗвеле пуҫ тайма, ҫут ҫанталӑк вӑрттӑнлӑхӗсене ӑнланма, шалти тӗнчене — ҫынлӑха — упрама вӗрент. Чӑваш пулса юлма вӗрент.
Чӑваш пӗтсен — тӗнче пӗтет.
Эй, Турӑ! Тӗнчене пӗтме ан пар, этеме упра, ҫут ҫанталӑка упра, тӑван чӗлхене упрама пулӑш.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен