Пилсемпе кӗлӗсем

491-мӗш кӗлӗ

Пиҫнӗ нимӗре чашӑк ҫине антарса сӗтел ҫине лартнӑ. Пӳрт алӑкне яриех уҫса хунӑ. Кил хуҫи, ватти, хул хушшине ҫӗлӗкне хӗстерсе уҫнӑ алӑк енне пӑхса тӑнӑ, васкамасӑр кӗлӗ каланӑ:

Ырӑ Турӑпала пӗрле пирӗн пурнӑҫа ӑнтарса, ырлӑх кӳрсе тӑракан ырӑсене хисеплесе: кил-ҫуртри хӗрт-суртсене, мунчарине, хиртине, вӑрманти, варсенчи, ҫырмарисене пурне те хисеплесе мимӗр пӗҫерсе чӳк тӑватпӑр, пурте ҫырлахӑр. Мӗн ҫитнипе кӑмӑл туса йышӑнӑр.

Йӗрӗх усракансем йӗрӗхне те асӑнса чӳкленӗ. Ватӑ ҫын кӗлӗ каласа пӗтерсен пурте ҫемйипеле сӗтел хушшине ларса нимӗр ҫинӗ. Кайран пӗр чашӑкпала нимӗр илнӗ те ҫырмана илсе кайса чӳклесе шыва пӗр кашӑк нимӗр янӑ: «Ҫырлах», — тесе. Унтан мунчана кӗрсе пӗр кашӑк ӑсса лапка айне нимӗр пӑрахнӑ.

«Ҫырлах, ҫырлах, ҫырлахмасан киле пыр, килте нимӗр тата пур», — тенӗ. Унтан килти выльӑх хупакан витисене те пӗрер кашӑк нимӗр пӑрахнӑ. Йӗрӗх усракансем йӗрӗхне те нимӗр панӑ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр