1053-мӗш кӗлӗ
Виҫӗ тӗслӗ выльӑхӑма виҫӗ карта хупма пар, ӑмринчан самӑртса пар, тӗк пӗрчинчен хунатса пар.
Хӑймалатса мулне тытма пар, патша-юсах хыснине чипер тӳлесе тӑма пар. Сутас сутта хаклатса сутма пар, тухманнине кӑларса пар.
Аяк ҫула тухсан усал-тӗселтен, вӑрӑ-хурахран эсӗ упра, Аслӑ Турӑ. Тайлӑк кӗперӗнчен, аслӑ шыв ҫине ларсан — шӑтӑк кимминчен, хушка хумӗнчен эсӗ упра, Аслӑ Турӑ. Хура халӑх вӑти ҫӗрне тӑма пар, ҫурт ҫумне ҫурт хушма пар, иртсе каякан хӗр туйне кӗртсе кӑларма пар, выҫса килекене тӑрантарса яма пар, шӑнса килекене ӑшӑтса яма пар.
Алӑк патне кӗрӳ ҫӑкӑнтӑр, тӗпеле кин ҫӑкӑнтӑр. Айван кӗлле хапӑл илсе, хуш хурса ил, чӳкӗмпе ҫырлах, Аслӑ Турӑ.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен