Пилсемпе кӗлӗсем

1052-мӗш кӗлӗ

Ҫырлах, Турӑ! Ҫӗнӗ тырӑ шерпечӗпе асӑнатпӑр: шерпечӗ — Сана, йӳҫҫӗшӗ — пире. Ҫак ҫын кил-йышӗпе ачи-пӑчине, кил-ҫурчӗпе выльӑх-чӗрлӗхне чипер усра. Вун ик кӑшӑллӑ пичкине вун ик талӑк ӗҫме пар. Пӗҫернӗ ҫӑкрине перекетне-ушлӑхне пар, вӗренӗ яшкине тутине кӳрсе хӑвар.

Кӗр акса хӑварнӑ тыррипе ҫур калчинчен савӑнтартӑн, ҫур акнӑ тыррипе кӗркунне савӑнтартӑн. Пучаха ларнӑ чух вӗри-шарӗнчен, ҫилӗ-тӑвӑлӗнчен, пӑрлӑ ҫумӑрӗнчен упрарӑн, Аслӑ Турӑ. Иртсе каякан ӑшӑ ҫумӑрне тӑхтаса тӑратрӑн. Йывӑр-хаяртан, кайӑк-кӗшӗкрен, усал хурт-кӑпшанкӑран, усал куҫӗнчен малашне те упра, Аслӑ Турӑ. Тӑррине патӑн чакан пек, кутне патӑн хӑмӑш пек. Ӗҫлеме вӑхӑт ҫитсен, кил-йышпа, ачам-пӑчампа вырма каҫалӑк умне тӑрса малалла пӑхсан тыррипе савӑнтартӑн; каялла пӑхсан тӗмӗпе савӑнтартӑн. Тӗмне пуҫтарса ҫӗмел тусан кутран ҫӗмел перӗнчӗ. Кӗлтине анкартине кӗртсен, ҫичӗ тӗслӗ тыррине ҫичӗ ӗрет капана лартсан, капан тӑррине улӑхса кӗлте салатнӑ чухне капан перекетне курсан, авӑн ҫумне чӗркесен, чипер типӗтсе вӑхӑтра ҫапса илсен — мухтатпӑр Сана, Аслӑ Турӑ. Вут-кӑвартан, ҫил-тӑвӑлтан малашне те упра, Аслӑ Турӑ. Сарӑм сарсан, ылтӑн пек пӗрчӗ шӗкӗлчесен, йӗтем ҫинче кӑшӑл пуҫтарсан, тӳлек ҫилпе сӑвӑрса илсен ҫичӗ тӗслӗ тыррӑма ҫичӗ ампара тултарма патӑн, кивӗ ҫине ҫӗнӗ хуртартӑн. Тавах! Арман авӑртма кайсан чипер авӑртса таврӑнма пар; авӑртса килнӗ ҫӑнӑхне перекетне пар...

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр