1050-мӗш кӗлӗ
Авӑн пӗтерсен йӗтем сӗтел юпи ҫине кӗлте ҫакни анкартие хӗҫӗре хӑварманнине пӗлтерет. Уна ҫакнӑ чухне ҫапла калаҫҫӗ:
Эй, Перекет турри, сана асӑнса ҫакӑ кӗлтене, анкартине, йӗтем юпине тӑлӑха, хӗсӗре ан хӑварӑр. Перекетлӗ ту.
Вара авӑн яшки тӑваҫҫӗ, уна тума сӑра тӑваҫҫӗ тата автан яшки пӗҫереҫҫӗ, ҫӑмарта хӑпартаҫҫӗ, вара ҫынсене пуҫтараҫҫӗ те ҫапла асӑнса ӗҫеҫҫӗ:
Эй, Турӑ, ҫырлах, Сана авӑн пӗтернӗ йӑлапа асӑнӑпӑр, кӑҫал пӗр капан ҫапрӑмӑр, килес ҫул виҫҫӗ ҫапма пар, халӑхпа пӗрле пӗтерме пар, халӑх хушшинче, ял варринче, уй тӳпинче пур хурӑнташ-хӑмӑрпа, кӳршӗ-арӑшпа, ял-йышпа, ачам-пӑчампа хӗпӗртесе, савӑнса, чӗкеҫ пек чӗвӗлтетсе пурӑнма пар.
Вӑл йӑлапа ӗлӗк анкартинче йӗтем ҫинче вутӑ хурса асӑнса ҫинӗ тет.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен