1008-мӗш кӗлӗ
Пилӗк юсман, пӗр пашалу тата пӑтӑ пӗҫереҫҫӗ. Пӗр чашӑк ҫине пӑтӑ антараҫҫӗ, ун ҫине пашалуне хураҫҫӗ. Юсманпа йӑвачине пӗр чашӑкпа сӗтел ҫине лартаҫҫӗ. Вара чӳклекен ҫапла кӗлтума тытӑнать:
Ҫӗнӗ тырӑ йӗркипе сана асӑнатӑп, ана ҫинчи аслӑ Ырӑ амӑшӗ, чӳк, ҫырлах. Тыррӑм-пуллӑмпа, выльӑхӑм-чӗрлӗхӗмпе тӗрӗс-тӗкел тӑма пар, чӳк, ҫырлах. Ачам-пӑчампа, килӗм-ҫуртӑмпа сана асӑнатӑп, чӳк, ҫырлах!
Тата кӗҫӗн Ырӑ амӑшне те ҫаплах асӑнаҫҫӗ.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен