Пилсемпе кӗлӗсем

1002-мӗш кӗлӗ

Ҫӑмӑллӑх пар, Турӑ. Эпир таса хире тухрӑмӑр ӗнтӗ, ырлӑх-сывлӑхпа ӗҫлесе кӗме пар.

Утӑ ҫулса пӗтернӗ тӗлелле тырӑ пиҫсе ҫитнӗ. Вырма — пысӑк ӗҫ пуҫланнӑ.

Вырмана тухас умӗн пӗр-ик кун маларах ӗҫ пӑтти лартнӑ: мунча кӗнӗ, лайӑх апатланнӑ. Чӳке пашалупа, пӑтӑпа, ҫӑмартапа тунӑ, ӗҫҫие ӑнӑҫлӑ ирттерсе ярас тесе ӗмӗтленнӗ. Хӑш ҫӗрте ҫакна сӑра туса, икерчӗ пӗҫерсе, пӗтӗм ратнипе вилнӗ ашшӗ-амӑшне, тӑванӗсене асӑнса (вилнисем пулӑшчӑр, кил-ҫуртне сыхласа тӑччӑр тесе) тунӑ. Ун хыҫҫӑн ыраш ани ҫине «ҫурла кӑларма» (хывма) тухнӑ. Пилӗк ан ыраттӑр тесе малтан каснӑ хӑмӑлтан пиҫиххи туса пилӗке ҫыхнӑ, унтан тыр-пула чипер пухса кӗртмешкӗн Турӑран пил ыйтнӑ. Малтанхи кун нумай ӗҫлемен.

Тырӑ ӗҫӗ уҫӑ кӑмӑллӑ ҫын пуҫласан ӑнать тенӗ. Ҫавӑнпа та вырма пуҫлакана пӗтӗм ялпа суйласа илнӗ.

Ҫурла хывнӑ хыҫҫӑн пӗтӗм халӑх ирех хире тухнӑ. Выракансем ана умне пырса тӑрсан ҫурлисене сылтӑм хул пуҫҫи ҫине хунӑ, ҫемье пуҫӗ кӗлӗ пуҫланӑ. Турӑрӑн ӗҫе хӑвӑрт вӗҫлемешкӗн пулӑшма ыйтнӑ. Унтан ҫемьери ҫӑмӑл алӑлли хыҫҫӑн ыттисем те вырма пуҫланӑ.

Кӑнтӑрлахи апата ларсан ана варрине ларма тӑрӑшнӑ, унсӑрӑн тырӑ ӑнма пӑрахать, ҫумӗнчи телейӗ ака ҫине каять тенӗ. Канма выртсан вара анана тӑрӑхла выртнӑ, урлӑ выртсан пилӗк ыратать тенӗ.

Ҫурлапа тырӑ вырасси — ҫулталӑкри чи йывӑр та васкавлӑ ӗҫ. Ялта вӑл вӑхӑтра алла ҫурла тытайман ватӑ-вӗтӗ, уксах-чӑлах кӑна юлать. Вӗри шӑрӑх вӑхӑтра ял тӗрӗс-тӗкел тӑтӑр тесе хунав анасене юлан утпа яла тӗрӗслеме яраҫҫӗ: ҫакӑ вӑл канса илни те, апат-ҫимӗҫ е сивӗ шыв илсе килни те, ялти хыпарсене пӗлни те пулнӑ.

Пуҫланӑ анана вырса пӗтерсен чи вӗҫӗнче пӗр ывӑҫ пек вырмасӑр хӑварнӑ. Ӑна ана пайӗ тенӗ. Унтан кайранхи кӗлтисене мал еннелле хурса пурте ҫавӑнталла пӑхса ларса ана вӑйне (вӑя каялла тавӑрма) ыйтнӑ. Анатри чӑвашсем ана пайне чи юлашки кӗлтине хӑварнӑ.

Мӗнпур тыррине вырса пӗтерсен вара ҫурла ҫыххи тунӑ. Ӑна валли анари юлашки тыррине пӳрт лаптӑкӗ пысӑкӑш хӑварса кайран пӗтӗм ҫемйипе килсе вырнӑ. Етӗрне тӑрӑхӗнчи Хапӑсра (турисем) пуҫламан ҫӑкӑрпа пӑтӑ (анат еннелле пӑтӑ вырӑнне чӑкӑт) илсе пынӑ. Вырмасӑр хӑварнӑ тырри тавра кӗлтесем ҫине ларса тухнӑ. Килти ватти кӗлӗ каланӑ. Тырра ӗрневлӗ ӳстерме панӑшӑн Турра мухтанӑ. Унтах пурин ҫурлине пӗрле пуҫтарса ҫыхнӑ та хыҫалалла ывӑтнӑ. Камӑн ҫурли уйрӑммӑн ӳкнӗ, ҫав ҫын вилет е салтака, качча каять тенӗ. Унтан ҫурла ҫыхни туса ирттернӗ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр